Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх

 

10128Ӗҫлекен виличчен ҫывракан вилсе кайнӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10129Ӗҫлекен вилмест теҫҫӗ, ҫывракан вилӗмӗ ҫухрӑмра тӑрать теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10130Ӗҫлекен выҫӑ ларман.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10131Ӗҫлекен ӗҫе ӗлкӗреймен, кахал кӗрекене кӗрсе ларнӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10132Ӗҫлекен патне пыриччен йытӑ патне кай.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10133Ӗҫлекен патне пыриччен сысакан патне кай теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10134Ӗҫлекен пин хут йӑнӑшать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10135Ӗҫлекен сахал, ҫиекен яланах йышлӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10136Ӗҫлекен ҫын выҫӑ вилмен.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10137Ӗҫлекен ҫын уттинченех паллӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10138Ӗҫлекен ҫыннӑн йӑнӑш та пулать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10139Ӗҫлекен юрлать-ташлать, ӗҫлемен пуҫне хыҫать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10140Ӗҫлекене апат тутлӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10141Ӗҫлекене Пӳлӗх пӑрахман.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10142Ӗҫлекене пыл курки, ӗҫлемене пуш курки.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10143Ӗҫлекене Турӑ тӑрантарать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10145Ӗҫлекенен алли хулӑн, наянӑн пырӗ хулӑн тенӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10144Ӗҫлекенӗн алли ҫине Турӑ сурман теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10146Ӗҫлекенӗн ҫылӑха кӗме вӑхӑчӗ ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10147Ӗҫлекенни пӗри, пурнаканни тепри.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10148Ӗҫлекенпе ан выля, сысаканпа выля.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10149Ӗҫлекенсем — хӗсӗкре, харам пырсем — ирӗкре.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10150Ӗҫлеме вӗрениччен ӗҫме хушман.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10151Ӗҫлеме вӗренни ҫӑкӑр ыйтмасть, хӑй тӑрантарать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10152Ӗҫлеме пӗлекен тутӑ пуйнӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10153Ӗҫлеме пӗлсен ӗҫ пулать теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10154Ӗҫлеме ӳркенекен хӑй пуҫне ҫухатнӑ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10155Ӗҫлеме хӑраманнине ҫиме те ан вӑтан.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10156Ӗҫлемен ӗҫ вӗҫленмест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10157Ӗҫлемен ӗҫ ҫук, спасибо калакан ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10158Ӗҫлемен кӑмака та сивӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10159Ӗҫлемесен нимӗн те пулмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10160Ӗҫлемесен пурлӑх пулмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10161Ӗҫлемесен ҫӑкӑр та, ама та пулмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10162Ӗҫлемесӗр ӗҫ пулмасть теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10163Ӗҫлемесӗр ӗҫ ӳсӗнмест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10164Ӗҫлемесӗр ларакана ӗҫ ҫилленет тет.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10165Ӗҫлемесӗр ҫиме ҫук, ҫимесӗр пурӑнма ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10166Ӗҫлемесӗр ҫинӗ апатӑн тути ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10167Ӗҫлемесӗр ҫурт пулмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10168Ӗҫлемесӗр ҫын мулӗпе нумаях пурӑнаймӑн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10169Ӗҫлемесӗр хырӑм тӑранмасть.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10170Ӗҫлемесӗр ырлӑх та ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10171Ӗҫлемесӗрех пӗлӗтрен хӗвелпе пиҫнӗ апат татӑлса анас ҫук.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10172Ӗҫлемесӗрех ҫуллӑ ҫӑмах ҫиеймӗн.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10173Ӗҫленӗ хыҫҫӑн апат витмест.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10174Ӗҫленӗ чух апат тутланать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10175Ӗҫленӗ чух ӑс ҫуралать.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10176Ӗҫленӗ чух вӑйна вылят, ҫинӗ чухне янах вылят теҫҫӗ.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх
10177Ӗҫлени — ӗмӗрлӗх, вӑрлани — виҫ кунлӑх.Ӗҫченлӗх — Кахаллӑх